Кӗҫӗр, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра, Муркаш районӗнчи Калмаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген Транспортер» каялла ҫаврӑннӑ чухне хирӗҫ килекен «Форда» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑннӑ.
Микроавтобусра пулнӑ 30 ҫулти пассажр аманнӑ. Юрать-ха, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Микроавтобусра пӗтӗмпе 6 ҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене «Бла-бла-кар» сайт урлӑ тупнӑ.
«Транспортера» штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, водителе аваришӗн явап тыттарасшӑн. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса тупӑш тунӑшӑн явап тыттарма материалсем пухаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурс пуҫланать. Унта пирӗн чӑваш юманӗн ҫӗнтерес шанчӑк пур. Апла уншӑн сасӑламалла.
Палӑртмалла: Муркаш районӗнчи Ильинка ҫывӑхӗнче ӳсекен ватӑ юман 2020 ҫулта ҫак конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 371 ҫулта тесе шутлаҫҫӗ ӑсчахсем.
Сасӑлав www.rosdrevo.ru сайтра иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Хальхи вӑхӑтра конкурса хутшӑнакан йывӑҫсен списокне хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗ-йывӑҫа палӑртӗҫ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа вара ҫав йывӑҫ ӳсекен регионта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Унта хула ҫыннисем те, ялта пурӑнакансем те пынӑ.
Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкассинче пурӑнакан Виталий Хлебников, ялта шыв ҫук тесе республика ертӳҫи патне ҫитнӗ. Ҫак нуша ялти 101 хуҫалӑха, вӗсенче 215 ҫын пурӑнать-мӗн, пырса тивнине пӗлтернӗ вырӑнти хастар.
Шыв башнине тӗпрен юсама проектпа смета документацине йӗркеленӗ иккен-ха, анчах экспертсем ӑна хальлӗхе ырласа ӗлкӗреймен.
«Проект экспертиза витӗр тухсан ӗҫе малалла тӑсӑпӑр», — шантарнӑ республика ертӳҫи.
Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитета ертсе пыма пӑрахнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Райадминистрацин ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине паян республика шайӗнче палӑртнӑ та.
Йыша «Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, ГКЧСӑн республикӑри комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Надежда Столярова, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Администрацийӗн Шалти полтика управленийӗн консультанчӗ Юрий Ямсков кӗнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхне суйлама та паян конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ.
Ҫак эрнере республикӑри муниципалитетсенчен пӗринче пуҫлӑх ӗҫрен кайнӑ. Хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Ростислав Тимофеев заявлени ҫырса панӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче муниципалитетра Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Каяс текен ҫынна чараймӑн. Депутатсем Ростислав Тимофеевӑн заявленине пӗр шухӑшлӑн тивӗҫтернӗ.
Хальлӗхе илсен, Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне никам та йышӑнман. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс иртӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйлӗҫ.
Муркаш районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче машина урапи айне ҫын пулнӑ. Инкек каҫхи тӑхӑр сехетре сиксе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рулӗ умӗнче ӳсӗр водитель пулнӑ. Хӗрӗнкӗскер урапа айне ҫын лекнине те туйман. «Сисмерӗм», — ӑнлантарнӑ вӑл пакунлисене.
Мшина вырӑнтан хускалса каяс тесе пӗр вырӑнта тапкаланнӑ, ҫав вӑхӑтра ун урапи айӗнче ҫын пулнӑ.
Шар курни 39 ҫулта. Турра шӗкӗр, вӑл чӗрӗ тӑрса юлнӑ, анчах йывӑр суранланса пӗтнӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ӳсӗр водителе ҫул-йӗр инспекторӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Алексеев тытса чарнӑ. Вӑл сасӑ илтсе урама чупса тухнӑ. Ӳсӗр водительтен машина уҫҫине ял ҫыннисемпе пӗрле туртса илнӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче каҫхине Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫулӑм пӳрте тӗппипех тӗп тунӑ, хуралтӑсене сиенлетнӗ. 1971 ҫулта ҫурална арҫын, шел те, вилнӗ. Хӗрарӑм суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 197 пушар пулнӑ. Вӗсенче 14 ҫын вилнӗ, 18 ҫын суранланнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 1,6 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Енри икӗ районти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисен аллине эрех сутнӑран ҫакланнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин Куславкка районӗнчи пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Энтри Пасар ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм спирт шӗвекӗ сутнине тупса палӑртнӑ. Муркаш районӗнче те ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. Унти Шетмӗпуҫ ялӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм эрех сутни ҫиеле тухнӑ.
Саккуна пӑсса эрех сутакансене явап тыттарӗҫ. Ҫынсене вара алӑран туянма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен суррогатпа наркӑмӑшланса вилме те пулать.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен пӗр пайне муниципалитетсенче епле ӗҫлени тивӗҫтермест.
Виҫӗ районта тата пӗр хулара: Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — сӑнавлӑ майпа инвестици профилӗсене хатӗрленӗ. Ҫавна май халӑхра ыйтӑм йӗркеленӗ. «Что жители больше всего ценят в своих муниципальных образованиях?» (чӑв. Хӑйсен муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче ҫынсем пуринчен ытла мӗне хаклаҫҫӗ) ыйтӑва хуравлакансенчен час-часах тӗл пулакан хурав ҫапларах янӑранӑ: «НИМЕ ТЕ».
«Ку вӑл пире шухӑша ямалли тата хамӑр стратегие юсамалли сӑлтав. Енчен эпир мӗн пуррине хакламастпӑр, ӑнланмастпӑр пулсан, эпир малалла каяймӑпӑр». Ҫапларах шухӑшлать республика Элтеперӗ. Кун пирки Олег Николаев Инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне сарассипе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Муркаш районӗнчи пултаруллӑ та ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Почетные граждане Моргаушского района» ятлӑ кӑларӑма Муркаш районӗнчи тӗп библиотека тытӑмӗн коллективӗ пухса хатӗрленӗ.
«Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни» ята муниципалитетра 2001 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Паянхи куна ҫитиччен ун пек ята 45 ҫынна панӑ. Асӑннӑ ҫынсен биографине кӗнекере хайхисене хисеплӗ ят хӑҫан пани тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ. Сумлӑ йышра, сӑмахран, Николай Никольский историк, этнограф, фольклорист (2003), чӑвашсен пӗрремӗш писателӗ, этнограф тата критик Спиридон Михайлов-Яндуш (2007), Валентина Егорова спорстменка (2004).
Кӗнеке редакторӗ – В.В. Степанов, художникӗ – Д.В. Литаврин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |